Куславкка районӗнче Атӑлта "Сормовский-3068" ятлӑ йывӑр тиев илсе ҫӳрекен карап ӑшӑха ларнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине паян пӗлтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 6 ҫын. Кунсӑр пуҫне ведомствӑн техники те пулӑшма килнӗ.
Аса илтерер: Атӑлта карап ӑшӑха ларни ытти ҫулсенче те пулнӑ.
Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсене строителӗсене халалласа» палӑка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫейри Президент Администрацийӗн, Патшалӑх Думин, Федераци Канашӗн элчисене, кӳршӗ регионти ертӳҫӗсене чӗнӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра палӑк патӗнче отделка ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, шалта электрика сечӗсене хураҫҫӗ.
Сӑмах май, палӑка пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех уҫмалла пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫланман. Элтепер каланӑ тӑрӑх, палӑк валли 300 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ: сахалтан та ҫурри – хыснаран.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пурӑнакан 54 ҫулти Ольга Парусова ҫухалнӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав кун Аманик ялӗнчи пӗртӑванӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Унтан вӑл киле кайма тухнӑ. Ялсен хушшинче – 3 ҫухрӑм. Ҫав хушӑра Ольга Парусова таҫта ҫухалнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Ирхине йӑмӑкӗ шӑнкӑравласа Ольга киле мӗнле ҫитнипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсем килменнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, шырама пуҫланӑ.
Ольгӑн пӗрле телефон пулнӑ. Анчах унта халӗ шӑнкӑрав каймасть. Ҫав кун вӑл сӑрӑ пальто, хура камаш, тӗттӗм кӑвак пушмак тӑхӑннӑ.
Куславккари шкул ачисем пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма шутланӑ. Юрать-ха, ку инкекпе вӗҫленмен.
Пӗчӗк кимӗсен патшалӑх тӗп инспекторӗ Герман Майков «Чӑваш ен» ПТРК ӳкернӗ сюжетра каланӑ тӑрӑх, ку ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Куславккара вӗренекен тӑватӑ шкул ачи пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма кайнӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӗсем патне вӑхӑтра ҫитнӗ.
Ачасене ҫыран хӗррине илсе тухсан вӗсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Килте ашшӗ-амӑшӗ те вӗсемпе калаҫнӑ.
Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Малтан палӑртнӑ хак - 189 миллион та 619 пин тенкӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сарма тытӑнмалла, ӗҫсене чӳкӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Ҫул тӑршше 3 ҫухрӑм пулӗ.
Республика кунне кӑҫал Шупашкарпа пӗрлех Куславкка районӗнче те ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ-ха.
Уява епле йӗркелессине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, муниципалитетри канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
«Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон Куславкка районӗнче иртӗ. Вӑл фестивале йӗркелекенни — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Район хӑнисемпе унта пурӑнакансем валли Надежда Бабкинӑн «Русская песня» ансамблӗ концертпа килмелле.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен.
Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ.
Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш.
Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.
Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |